Кумашка


Чан сассине илтесчĕ
09.01.2021 08:10

Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннă сержант Б.Т. Маскин (1972 çулхи укерчĕк)

 

 

Каç пулттипе Анат Кăмашан пĕр урамĕнчи шифер витнĕ çурт умĕнчи сарлака сак çинче темиçе кинеми калаçса ларать. Сывлăх сунса, вĕсен йышне хутшăнтăм.

 

- Çынсем савçим пăсăлса кайрĕç, - тет тулли кĕлеткелли. – Пирĕн вăхăтра çапла пулнă-и? Эрехне латсăр ĕçеççĕ, тăранма та пĕлмеççĕ. Ăçта ĕçкĕ -унта ÿсĕр сысна. Нĕрсĕрленсе çÿреççĕ. Ĕлĕкхи пек шăкăл-шăкăл калаçса ларасси çук. Çÿреç вара сулланса, намăссăрсем. Чĕлхисем тата…

 

Тепĕр кинемейĕ ялта ята ярса çÿрекенсен шăммине кăшлать. Вĕрлĕк алăкне те тăваймасть-çке, тет. Ĕçме укçине таçтан тупаççĕ. Чун-чĕрене лăплантарса калаçма çынни те юлмарĕ… Пĕр-пĕрне картма пăрахрăмăр.

 

Çынсен чĕрине мĕн ыраттарни паллă пулчĕ. Вара ялти паллă çын – Борис Тихонович Маскин патне çул тытрăм. Хисеплĕ çын вăл, ун сăмахне вырăна хураççĕ. Вăл ялти шкулта нумай çул хушши директорта ĕçленĕ. Иртнĕ вăрçă вучĕ витĕр тухнă, иккĕмĕш ушкăнри инвалид.

 

Маскинсем - Анат Кăмашара анлă сарăлнă хушамат. Вĕсенчен чи малтан университет дипломне илекенни – Борис Тихонович.

 

1924 çулта çуралнăскер, вăл вăрçăн юнлă та вутлă çулне утса тухнă. Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене паян та аса илет.

 

Пехотинец, сержант – отделени командирĕ кунти çапăçусене вĕçленĕ хыççăн Днепр урлă каçнă. Снаряд ванчăкĕ урине тивнипе госпитале лекнĕ. 1944 çулта II степенлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕн тата нумай медальсен кавалерĕ инвалид пулса киле таврăннă. Çара тухса кайиччен вăл Етĕрнери педучилищĕрен вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Çавăнпа та тăван яла таврăнсанах, сентябрĕн 1-мĕшĕнчие, ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентме тытăннă. Малашне вăл, Хусанти университетран вĕренсе тухнă. Анат Кăмашарах нумай çул вăтам шкул директорĕнче вăй хунă.

 

Çакна та каласа хăварар. Вăл çулсенче учитель – пропагандист, агитатор, лектор. Борис Тихонович та уроксем хыççăн, ĕçри ытти юлташĕсем пекех, фермăна е техника паркне утнă, каçсерен клубра калаçусем, лекцисем ирттернĕ.

 

Акă мĕнле çын вăл Борис Тихонович Кăмаша тăрăхĕшĕн.

 

- Йăлтах тĕрĕс калаççĕ. Вăл карчăксем пуçарнипе ик-виç çул каялла ялта çĕнĕрен чиркÿ лартас ыйтăва хускатнăччĕ. Чиркÿсĕр халăх кĕтÿçсĕр улăхра хăварнă сурăх кĕтĕвĕпе пĕрех. Çынна чун-хавалта, ăс-хакăлта лăпкăлăх кирлĕ. Вăл çухалчĕ. Халăх пăсăлсах кайрĕ. Нимĕнле политкружок та çын ăнланулăхне, ун туртăмне алла илеймест. Пурнăçăн унăн хăйĕн законĕ. Ман шутпа, Анат Кăмашара чиркÿ чĕртни таврари ялсенче пурăнакансемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшпĕ пулмалла.

 

Ялти чиркÿ историне те аса илчĕ Борис Тихонович.


 

Кунта ăна йывăçран 1907-08 çулсенче çĕкленĕ. Покровски чиркĕвĕ тенĕ. Таврари халăхăн престол праçникĕ. Çавăнпа Пукрав пирĕншĕн тĕп тĕн уяв. Прихут икĕ Кăмаша, Çĕмĕрле, Петропавлоск ялĕсене пĕрлештернĕ. Вăтăрмĕш çулсенче пирĕн пачăшкăра Георгий Романович Романов, Чĕмпĕр çынни, ĕçленĕ. Влаçсем алхассах кайнă çулсенче ăна хупнă, çÿçне кастарнипе çеç тухса тарнă. 1939 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнче «таврари халăх çине тăрса ыйтнине» шута илсе, чиркĕве хупнă. Пачăшка, псаломщик пурăннă çуртсене туртса илнĕ, чиркÿ çÿрчĕ тырă кĕлечĕ пулса тăнă.

 

Кăмаша таврашĕ – харсăр халăх. 1946 çулта ятарласах чиркÿ уçасси пирки пуху ирттернĕ. Çапла йышăннă: халăх ыйтăвне Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн призидиумне çитерес. Ял çыннисем çав президиум патне тухса кайнă. Ун чухнехи председателĕ З.А. Андреева ял çыннисене итлесе ларнă хыççăн сĕтелтен хут туртса кăларнă. Улт-çин çул каялла çеç эсир чиркÿ хупма тархасласа ыйтнă, халĕ уçасшăн. Шухăшласа пăхăр – çак сăмахсемпе ăсатнă вăл хресченсене. Ваттисем аса илнĕ тăрăх, çула янă çынсем яла таврăнсан пухнă укçана юхтарса янă.

 

Çавăнтанпа халăх аякри чиркÿсене сайра-хутра çÿрет. Кил-çуртсăр хăварнă çын пек.

 

1960 çулта чиркÿ çуртне пăсса-юсаса шкул туса хунă, тепĕр вунпилĕк çултан инçех мар кирпĕчрен çĕнĕ шкул купаланă.

 

Ик-виç çул каялла, ял администрацийĕ пуçарнипе, чиркÿ ыйтăва тепĕр хут хускатнă. Л.М. Толстов учитель организациллĕ ĕçсем ирттернĕ. Шупашкарти тĕрлĕ организацисенче пулса ыйтăва татса панă пек туйăннă. Каллех пуху пуçтарнă. Çĕнĕ пачăшкă та çитнĕ. Анчах та епле калатпăр-ха: турă парать те шуйттанĕ чарать. Коммунистсем хĕтĕрнипе пухăва пырĕсене хĕртнĕ карма çăварсем те пынă. Пĕр сăмаха та ăнкармасăр, вĕсем пĕр сăмах кăна янраттарнă: долой! Кирлĕ мар пире чиркÿ!

 

- Тамалчĕç-и халĕ вĕсем? – тетĕп.

 

- Лăпланаççĕ. Вĕсен сăмахĕ халăх сасси мар вĕт, - тет Борис Тихонович.

 

А.Е. Смирнова кинемин икĕ ача. Кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать.

 

- Чиркĕве кĕлле çÿрени уяв пулнă вĕт пирĕншĕн, - тет вăл. – Унта кайма малтанах хатĕрленетĕн, уяв тумĕ тăхăнатăн. Чуркÿре юнашар ядти тантăшсемпе курса калаçатăн, çунат хунăн туйăнатчĕ. Халĕ мĕн каласси пур – çын чĕлхи те вĕçĕрĕнсе кайнă, намăс пĕтнĕ. Чиркÿ çĕнĕрен уçма эпир укçа та тÿлеме хатĕр.

 

О.И. Мизурова пенсионерка, учительте ĕçленĕ М.Ф. Пронихинпа мăшăрĕ тата урамра тĕл пулса калаçнă ватăсем Кăмаша чиркĕвĕ тепĕр хут çĕкленессе шанаççĕ.

 

Çамрăксемпе ятне-шывне ыйтса тăмасăрах калаçни та çав шухăшпа килĕшет. Мĕн тума кирлĕ, текенсем те пур. Çапах та тĕп шухăш юлнă: православли çыннисене хăйсен тĕнĕнчен пăрăнни килĕшмест. Пирĕн хамăр атте-аннене, асаттесемпе аслă асаттесене хисеплемелле, вĕсен халалĕнчен иртмелле мар.

 

Апла пулсан, Анат Кăмаша ял администрацийĕн ку ыйтăва тепĕр хут хускатмалла та ял халăхĕпе канашласа пăхмалла. Карма çăварсем-и? Мĕншĕн-ха вĕсен темиçе сасси халăх шухăш-ĕмĕтне çĕнтермелле? Тепĕр тесен, вĕсене çав пухăва кам чĕнет?

 

Çапла мар-и?

 

«Çĕмĕрле хыпарĕ»

 

Вл. Шалтайккин

 

11.8.1998 ç.