Кумашка


ШАНЧĂКА ÇУХАТМАСТПĂР-ХА
09.01.2021 13:15

 

 

Çĕнтерÿçĕсем парне илчĕç

2003-мĕш çула ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров «Çемье çулталăкĕ» тесе палăртрĕ, вăлах сывлăха спорт вăййисемпе çирĕплетме чĕнчĕ. Çавăнпа та эпĕ ял пухăвĕнче пурне те йĕлтĕр сырса Чăрăшлă уйне тухма сĕнтĕм. Çăварни уявĕ пулнă май вăйăсем хыççăн çуллă икерчĕ çисе, чей ĕçсе савăнăпăр терĕм…

Ял хĕрринчи Лĕпĕнь çырми хĕррине çын йышлăн пуçтарăнчĕ, хăш-пĕри икерчĕ пĕçерсе килнĕ, эпĕ те виçĕ термос вĕри чей йăтсах пытăм. Йĕлтĕр йĕрне пускил ачисемпе малтанах чупса пусарса хатĕрлерĕмĕр. Спортсменсене пилĕк ушкăна пайларăмăр.

Шкул ачисенчен Олеся Уфилина, хĕрарăмсенчен ялти фельдшер Лариса Терентьева, арçынсенчен Николай Толстов, ветерансенчен Николай Адер (Тувалкин) мала тухрĕç. 70 çултан иртнĕ пенсионер Михаил Толстов вăй питти арçынсене хыçа хăварса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕсене çак ялта çуралса ÿснĕ Николай Адер предприниматель парнесемпе чысларĕ.

Çăварни эрнин юлашки кунĕнче ирттернĕ ăмăрту пурне те килĕшрĕ. Юр ирĕлсе пĕтиччен йĕлтĕрçĕсен эстафетине йĕркелесшĕн.

Ялти пурнăç çăмăлах мар пулин те кулянса алă усса лармастпăр-ха. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче акă çамрăк хĕрачасем «Айтăр-ха, хĕрсем» конкурс ирттерсе савăнтарчĕç. Унчен малтан ялти яшкĕрĕмпе вăй питти арçынсем клубра вăй виçрĕç. Культура ĕçченĕ Людмила Уфилина тĕрлĕ мероприятие питĕ тăрăшса йĕркелесе пырать. Ăна ял старости Николай Архипов, Полина Ефимова библиотекарь пулăшаççĕ. Ку ĕçре Шупашкарти ентеш-предпринимательсен тÿпи те пысăк.

                                       Юрий Пудов,

                                                                               Шупашкар агрегат завочĕн ветеранĕ,

                                                                               халĕ тăван ялта пурăнакан пенсионер

 

№ 15 март 2003 г.

«Хыпар»