Кумашка


Çул хĕрринчи ват Юман
11.01.2021 18:31

 

 

 

Астăватăп ача чухнехи кунсене,

 

Инçетрен килнĕ чух ывăнса çитнине.

 

Çак юман айĕнче, симĕс курăк çинче

 

Тем пекех килленсе, савăнса каннине.

 

 

 

Çул çÿрен çынсене çил-тăман аснă чух

 

Çул кăтартнă маяк - ват юман.

 

Çуллахи шăрăхра тарласа пиçнĕ чух

 

Сулхăнпе киллентернĕ ялан.

 

 

 

Эх, юманăм, юман, эс пире каçарсам,

 

Айван пуçлă çынсемшĕн каçар!

 

Сиен кÿчĕç сана удобрени тăкса:

 

Тымарсем çунса кайрĕç – эс лартăн хăрса…

 

 

 

Анат ял, Тури ял – Кăмаша ялĕсем,

 

Икĕ ял хушшинче – ват юман.

 

Çак мăнаçлă юман икĕ ял халăхне

 

Шанчăк панă, авалтан хÿтĕленĕ.

 

 

 

Анат ял шкулĕнчи спортменсем час-часах

 

Сан пата йĕлтĕрпе ыткăнса,

 

Сывлăхне çирĕплетнĕ, ĕмĕтне пурнăçланă,

 

Çĕнтерÿ чапĕпе хастарланнă.

 

 

 

Çак асамлă Юман кашни çын асĕнче,

 

Манăçа тухас çук нихăçан.

 

 

 

 

 

Волкова Александра (Томли Санёк),

 

                                     Тури Кăмаша ялĕ

 

                                                   (Хăçан çырни паллă мар)