Кумашка


Халăхпа «ПĔРЛЕ» е уйрăм?..
21.01.2021 12:47

 

 

Чăваш Республикин пуçлăхне

О.А. Николаева

 

Пĕлсе тăма Александр Рыбакова

 

Николай Адёртан

 

 

З А Я В Л Е Н И

  Хисеплĕ Олег Алексеевич!

 Вуникĕ çул каялла эпĕ хамăн укçапа ял çумĕнчи Лĕпĕнь çырми урлă каçса çÿреме тайăлнă бетон трубине тÿрлетсе çиелтен тăпрапа витсе каçă тунăччĕ. Çак каçă ял халăхĕшĕн питĕ кирлĕ сооружени, ун урлă уя выльăх-чĕрлĕхе хăвалаççĕ, вăрман касса ял витĕр тĕрлĕ çĕре йывăç туртараççĕ тата юлашки çулсенче çырма леш енче (каллех хам укçапа 280 пин тенкĕллĕх) типнĕ шурлăха тасатса пысăк кÿлĕ тунă хыççăн ача-пăча, аслисем те унта шыва кĕме çÿреççĕ. Пулă та тытаççĕ, канаççĕ... Çакăн пек кÿлĕ тума ĕмĕтленетпĕр паянхи пăрахăçнă Тваршу карьерĕнче…


 

Анчах та вăрман касса пысăк лесовозсемпе туртаракансем çак каçăна çĕмĕрсе пĕтерчĕç. Хамăра кирлĕ пирки каçăна ял çыннисем тăтăшах саплатчĕç, кашни пухурах тенĕ пек çак каçăна тĕпрен юсасси пирки тавлашса илетчĕç, темиçе протокол çырса ял поселенине те, çутçанталăка сыхлас министерствăна та яра-яра панăччĕ. Ял пуçлăхĕсем умлăн-хыçлан «пирĕнукçаçукки» çине йăвантарса, шупашкартисем хăйсем çулсерен çак каçă урлă пиншер кубметр йывăç кăларса сутнине шута илмесĕр пĕрмай «ку каçă ял поселенин çĕр лаптăкĕ çинче» тесе пире ухмаха хăваратчĕç. Районтисем патне ан та пыр… Мĕн ĕçлеççĕ-ши унта 50 - 60 çын?

 

Кăçал, майăн 15-мĕшĕнче кĕскен çырса, хам тĕллĕн тунă юсав проектне чиксе ял поселенин тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем патне ярса (Губановăпа Рафинов главасем) сметă тума пулăшма ыйтнăччĕ. Çук, каллех çын вырăнне хумарĕç ТОС председатĕльне - хирĕç те майлăн та чĕнмерĕç… Вĕсен кун пек чĕмсĕр пулма правă пур, имĕш… Кусене кĕтсе пулмасть тесе пур хутсене пухса палланĕ сметчицĕ 150 пин тенкĕллĕх сметă çаптарса пачĕ.

 

Асăннă каçăна тĕпрен юсав ĕçĕн пуçламăшĕ сирĕн пата темиçе çыру çырнă хыççăн çеç июлĕн 31-мĕшĕнче (икĕ уйăх çурăран!) район администраци глави Лев Рафинов ăшшăн пĕлтерчĕ вара «ку юсава вырăнти инициативлă пуçарупа тума пулать», тесе. Ара унччен пĕлмен-ши çакна опытлă пуçлăхсем?.. Систерчĕç вара ял кантурĕнчен çак юсава тутарас текенсене алă пустармаллине.

 

Калас пулать, тата пирĕн ял çумĕнчех вунă çул малтан «Тăвар шу» ятлă çырма пуçланнă çĕрте хыр вăрманĕ çумĕнче хăйăр илмелли карьер уçрĕç. Малтан вăрттăн та пĕчĕкшерĕн, кайран ял администрацийĕ хушнипе çĕршер кубметр çулсем тума кунтан туртарчĕç. Халь карьерта шапа ĕрчетме те, çуп-çап килсе тăкма та ланкашкасемпе самай пысăкрах лакăмсем те пур - тикĕслет те çак карьер тĕпне бульдозăрпа хитре кÿлĕ пулчĕ те! Икĕ Кăмашана пĕрлештерекен асфальт çуле хĕрринчех тата. Пушар сÿнтерме те, уйри выльăх кĕтĕвĕсене шăварма та, пулă та ĕрчетме пулать тата шыва кĕмешкĕн те майлă. Тепĕр курорт вырăнĕ кунта - ахальтен «Тăвар шу» ятне паман пуль çак çăлкуçсене маçаксем… Туристсем черетпех тăрĕç тăварлă шыва кĕрсе сипленме!

 

Çак Тваршу карьерне тирпейлесе ун вырăнче кÿлĕ тăвасси çинчен ĕмĕтленсе вунă çул хушши хашшăн сывлатпăр, пĕлетпĕр çав пирĕн ял тата район пуçлăхĕсем «укçаçук» чирпе хронически чирленине. Хăрамаççĕ тата хăйсем саккуна пăсса ялхуçалăх çĕрĕ çинче чавса хăйăр илнинчен те. Кăçал та кунтан хăйăр илчĕç, уй урлă пыракан мăнтăр телефон кабельне татса газопровод патнех çитрĕç!

 

Çак тискерлĕхе пĕтерсе вырăна йĕркелес тесе ял халăхĕ ку проектшĕн та алă пусрĕç, эпĕ вара сметине те тутартăм (220 пине ларчĕ), планне те ÿкертĕм… Кÿллине сарлакарах тусан лайăхчĕ, анчах ĕмĕтсене «укçа-çукки» пусарать… Икĕ проектне те ял поселенин администрацине çитертĕм, анчах та хальлĕхе каçă проектне çеç комиссине çитерсе йышăннă терĕç. Тваршу кÿллипе тăхтамалла мĕн - çул памарĕç.

 

Ку умсăмах пулчĕ, малалла тарăхтаракан ыйту, чăнлăха тупмалли сĕнÿ. Вырăсла каласан - «требовани» темелле.

 

Вырăнти инициативĕсемпе ĕç тума сĕнекенсен килĕшÿ хутне алă пуснă хыççăн кашнин пай укçине тÿлемелле, пĕтĕмпе 20% таран. «Атту тумастпăр!» - терĕç. Ирĕксĕрех тÿлеме тиврĕ, шăла çыртса лăплансан, савăнăç куççулĕ типсен. Какшă, юратнă патшалăх 80% тÿлесе халăхшăн тăрăшать, ухмахсемшĕн! Çапах та теприсем, тăнлисем ĕнтĕ, итлемерĕç главасене, тÿлемерĕç те пай укçине, «вăрманпа пуякансенчен пуçтарăр», - терĕç пире.

 

Ял администрацинчен пире 150 пин тенкĕ тăракан сметă шайĕнчен 30 пин тенкине халăхран пухса пама хушрĕç. Пуçтартăмăр ĕнтĕ çав ютран килекен хĕрĕхшер кубметр тиекен лесовозсене каçтарма та, пĕтĕмпе 16 пин таран. Пуçару ан чарăнтăр тесе хам тата тепĕр вунă пин хушса тÿлерĕм, хыçри пĕве хуçи Юрий Пудов та виçĕ пин хушрĕ. Каярахпа тепĕр хăтланчăк пин тенкĕ хушнă. Çапла вăтăр пине çитертĕмĕрех.

 

Пĕр енчен хĕпĕртемелле пек пирĕн пулас каçăшăн, тепĕр енчен, тунсăх пусать, пире çакăн пек çине-çине мĕскĕнлетнĕшĕн. Çуп-çапшăн ултавлăн тÿлетересси те асăмрах… Чăваш республикин постановлени тăрăх (№ 71) проектăн 20 процентне районпа поселени бюджечĕн укçи çумне халăхăн та пухса хушмалла. Паллах, муниципалитетсен пайĕ ытларах пулмалла пек, ман шутпа. Анчах та вĕсем ним чухлĕ те тÿлесшĕн мар.

 

Мĕншĕн ĕçсĕр те чухăн халăхран пĕр вăтанмасăр (е вăтанкаласа?) веçех шăйăраççĕ? Акă Чулхула кĕпĕрнинче халăхран 1%-не пуçтараççĕ, поселени кантурĕсем 20% хываççĕ, юлашкине патшалăх хыснаран тÿлеть. Кун çинчен «Сельская новь» журналта çырнă (№12). Пирĕн вара çĕнĕрен суйлавсăр лартнă главасем ĕлекхиллех хăтланаççĕ, нимле улшăнусем пурнăçа çăмăллатмаççĕ, йывăрлăхсем халăх çинех тийенеççĕ. Акă чиновниксемпе бюджетниксем йывăр ĕçрен хăтăлса хĕлле вунă кунлăх отпускра канаççĕ, вĕсемех куçман пурлăх хакне «кадастр хакĕпе» улталаса налог шайне 4 - 5 хут хăпартрĕç, çĕр лаптăкăн аренда хакĕ те çавăн пекех ÿсрĕ тата кашни çул хăпартсах пыраççĕ, пирĕн пенси шайне, ĕçленĕ пирки, темиçе çул хăпартмаççĕ... Ĕçлекенсен çулне пÿлсех пыраççĕ. Малашне мĕн кĕтĕ пире? Хута кĕрекен профсоюз та, пĕр путлĕ парти те çук, самоуправлени хирĕçле идеологи вырăнче пулмалла - чĕрĕлсе вăй илме памаççĕ.

 

Хисеплĕ пуçлăх-главасем, сирĕнтен ыйтсах сĕнетĕп: çак çÿлте асăннă халăхран пуçтаракан пай калăпăшне чакармаллах! Вырăссен пек пулмасан та чăвашсемшĕн пĕр 5 процента çити чакармалла. Ытти 15 процентне район тÿлетĕр. Аса илĕр-хе совет влаçĕн тапхăрне… Чакарнин ырă енĕсем нумай, халăха пĕрле пулма пулăшать, чăмăртать.

 

Иккĕмĕшĕ. Пире тÿлеттернĕ пай шучĕпе çÿлте асăннă Тваршу кÿллине ял халăхĕ валли тусан пирĕн кăмăлсем мĕскенлĕхрен хăтăлăччĕç, унччен тунă пăсăксем те пĕтĕç. Çав шутра çутçанталăк умĕнчи сирĕн-пирĕн çылăх-та. Эпир пĕтĕмпе вăтăр пин таран пухнă укçана, майсем шухăшласа тупса, вырăнти бюджетран 44 пин тенкĕ хушса асăннă икĕ питĕ кирлĕ проектсене комисси урлă çирĕплетсе, тен малтанхи йышăнусене кирлĕ пек тÿрлетсе, пурнăçа кĕртме çул уçма, хал çитерме ыйтатпăр. Хут ĕçĕсене тума вăхăт çителĕклĕ - çĕр ăшăнман-ха...

 

Тата мĕншĕн ялпа район администрацийĕсем çак ĕçене тума хăй тÿписене хывасшăн мар? Вĕсем халăхпа «ПĔРЛЕ» е уйрăм?.. Тĕрĕссипе, вĕсен бюджечĕ те пирĕн, халăх укçинчен тăрать…

 

Тваршу урăх проектне урăх программăпа тума пулмасть-ши? Тейĕпĕр, манран тĕслĕх илес. Эпĕ иртнĕ çирĕм çул хушшинче патшалăхран пĕр пус та «софинансировани» ыйтмасăрах, хам укçапа темиçе социаллă аталану проектне пурнăçланă. Акă вĕсенчен хăшпĕрисем: асăннă типнĕ шурлăхри тата Анат Кăмашари çул хĕрринчи мăн кÿлĕсем, вак чул сарнă тата асфальтпа витнĕ ял çулĕсем, артскважинăран шыв уçласа киле кĕртекен системăсем, виçĕ хутлă культурă керменĕ, ача-пăча лапамĕ... Çак шутри виçĕ обьектшăн штраф та тÿлеме тиврĕ... ыйтмасăр тунăшăн!

 

Çаксене-те шута илсе, Олег Алексеевич, эпĕ ыйтакан Тваршу карьерĕнчи кÿлле халăх валли тумаллах тесе шутлатăп. Тумасан намăс.

 

Çырупа пĕрле чиксе яратăп темăпа çыхăннă документсене (ведомость, «Сельская новь» журнал страницисем, фотосем).

 

  

Хăтланчăк                                                                                          Николай Адер,

 (предприниматель)                                                                          Çĕмĕрле районĕнчи

                                                                                                            Тури Кăмаша ялĕ.

 

                                                

 Манăн электронлă почтă номерĕ: kumashka21@yandex.ru

 Ял сайчĕ: kumashka.ru

 Январĕн 11-мĕшĕ, 2021 ç.