Кумашка


Кашкăр хăранипе чĕкĕрсе янă…
03.03.2021 18:59

 

 

 

 

Ялти паллă сунарçă Яранкă Мишши - Михаил Иванович Толстов (1932-2007) - хăй асаилĕвĕсене район хаçат рекдакцинче ĕçлекен Шалтайкин ыйтнипе çырнă пулнă. Анчах та тем сăлтава пула парса ярайман. Акă вăл çырнă йĕркесем.

 

Эпĕ çар службинчен 1955 çулта таврăнтăм. Пушă вăхăтсенче сунара çÿреме пуçларăм. Никифор Дмитриевич Тимофеевпа (1913-1984) сунарçăсен пĕрлешĕвне кĕтĕмĕр.

Паллах, йĕркеллĕ сунарçăн пăшалсăр пуçне тивĕçлĕ йытă та пулмалла. Çавăнпа та Çĕмĕрле ялĕнчи ватă сунарçăран, Тимуххаран, йытă туянтăмăр. Пĕрремĕш куннех сунарта виçĕ мулкач тытрăмăр.

Вăл вăхăтра пирĕн патри вăрмансенче тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕксем, чĕрчунсем: мулкачсем, тилĕсем, ондатрăсем, пурăшсем, енот евĕр йытăсем, пăшисем чылайччĕ, хир сыснисем 1974 çулта курăнма пуçларĕç Çав вăхăталлах ăсансем, вăчăрсем, вальдшнепсем вĕçсе килчĕç. Карăксем те вĕсене 1992 çулта хăваласа çитрĕç.

1979 çулта упа – утаман та пĕр çурипе килнĕчĕ. Вăл Шалти çутра Константин Кириллович Тувалкинăн хĕл каçнă тынине тытнăччĕ. Эпĕ упа хуçаланнă вырăна çав кунах çитсе куртăм. Тына кÿлепи шĕшкĕлĕхре выртать. Çимен!

Çав кунах шкултан килсен эпĕ, атте тата Микиш пичи (Тимофеев Н.Д.) çав вырăна виçĕ капкăн кайса лартрăмăр. Тепĕр кунне ирех, шкула кайичченех, икĕ йытăпа, пăшалпа вăрмана капкăнсене тĕрĕслеме вĕçтертĕм. Вăл вырăна çитиччен йытăсем аякалла кĕрсе кайрĕç. Шĕшкĕлĕхре капкăнсем патне çитиччен 20 метр майлă кăна юлнăччĕ, манăн йытă нăйк-нăйк тесе нăйклатса ячĕ.

«Ну, пулчĕ ĕнтĕ, йытă упа ытамне лекрĕ», - çапла шухăш вĕлтлетсе илчĕ пуçăмра. Хăра-хăрах шешкĕлĕхе упа патне кĕрсе кайрăм. Çитрĕм те пăхатăп – йытă капкăнра! Вĕçертсе ятăм ăна. Тепĕр капкăнĕ патне çул тытрăм. Пăхатăп: упа ăна асăрханса пусса çаптарнă. Ашне çимесĕрех пăрахса кайнă.

Урăх вара эпир вĕсене курман. Курман тенĕрен, тепĕр çултан, 1980 çулта, тепĕр упа çул тăрăх Кархуссинчен Чутай еннелле каçса кайнăччĕ.

1950-1960 çулсенче каçсерен вăрмансенче час-часах кашкăрсем ÿлетчĕç. Ули Микишĕ (Пудов Никифор) кĕркунне йĕр йĕрлесе пĕр кашкăрне тытнăччĕ.

Тепре тата Алексей Сергеевич Лосев (ун чух вăл çамрăк ача пулса) акăшĕпе, Анна Сергеевнăпа, ĕне кÿлсе Мăклă шур еннелле вутă патне кайма тухнă. Шур тĕлĕнче вĕсен умне кашкăр тухса ларнă, кăшкăрса та хăратайман. Вара Леша пирĕн пата чупса пычĕ. Эпĕ алла пăшал илтĕм те ун хыççăн вĕçтертĕм. Леша хăвăртрах акăшĕ патне чупрĕ. Эпир çитиччен кашкăр Ули утарĕ енне каçса кайнă. Вăрман хĕрринче чакаксем чак-чаклатса мана кашкăр йĕрĕ çине ÿкме пулăшрĕç. Чупса кайрăм малалла. Пĕр çырмара хайхи кашаман кăткă тĕмине чаваласа тăра парать. Тĕллесе петĕм те, кашкăр хытă хăраса тарчĕ. Вăл тăнă вырăна çитсе куртăм. Ман пуля кашкăр хырăм айĕпе тухса кайнă. Кашкăрĕ хăранипе чĕкĕрсе янă та Çĕмĕрле тăрăхнелле тарнă.

1985-88 çулсенчи кĕрхи каçсенче ял халăхĕн сурăхĕсем Кархусси енче çĕр каçнă. Кашкăрсем тапăнса чылай сурăхсене пăва-пăва тăкнă.

1998 çулхи декабрьте Чăрăшлăра виçĕ-тăватă кашкăр сакăр уйăхри пăши пăрушне тытнă пулнă. Ăна çыхăнса, 200 м. майлă ÿкере-ÿкере çакăнса пырса, çырмана туртса аннă, тытнă. Çак тан мар çапăçу йĕррине эпир Иван Семенович Тихоновпа çитсе куртăмăр. Кашкăрĕсем пăшин кайри пĕççисене çисе янă, малтисене тĕкĕнмĕн, ашĕ сивĕнме те ĕлкĕреймен.

Тепĕр виçĕ-тăватă кунтан Илья Семеновичпа çав вырăнах каллех сунара кайрăмăр. Пирĕн йытăсем тилĕ хыççăн ыткăнчĕç. Каç пула пуçларĕ. Манăн Амур вĕрсе кайнă хыççăн кăштах вăхăт иртсен сасă пама чарăнчĕ. Илюш йытти вĕрсе кайнă хыççăн каялла таврăнчĕ. Çавăн чух манăн Амура кашкăрсем тытса çисе янă.

Сунара çÿренĕ чух питĕ сыхă та асăрхануллă пулмалла тесе каласшăн эпĕ.

Пĕррехинче çамрăк хир сысни (сеголетка) тытма лицензи илсеччĕ. Ухутана Илья тата Иван Семеновичсемпе кайсаччĕ. Çав сыснана тытнă чух пульă кабан хулкалакки витĕр урлă тухса, Бек йыттăн хулкалакки витĕр тухса тепĕр енчи тирĕ витĕр çитсе тăрăннă.

Аманнă йытта пĕр хушă чăрăш тураттисем çине вырнаçтарса йĕлтĕрсемпе турттарса килтĕмĕр. Бадан патне çитсен Илюш йытăпа вăрмана юлчĕ. Çĕрле, тĕттĕм. Эпĕ яла лаша патне васкарăм. Михаил Ефимович Уфилин ывăлĕ Герман лашипа пычĕ. Йытта лав çине хурса килтĕмĕр. Шала юлнă пульăна касса кăларса уколсем турăмăр. Анчах та икĕ кунтан йытă вилсе кайрĕ.

Тепĕр пулăм. Пĕр сунарçă ачипе ухутана кайнă. Шурлăхлă вырăна çитнĕ. Ачине шурлăх хĕррине тăратса хăварнă. Ачи ашшĕне кĕтсе илеймесĕр шалалла утнă. Хăмăшсемпе хăяхсем хушшине кĕрсе кайнă. Ашшĕ вăрăм курăксем хумханнине курсан, хир сысни пырать пулĕ тесе пăшалтан персе хăй ачине вĕлернĕ.

Юлашки вăхатра кайăк-кĕшĕксем сисĕнмеллех сахалланчĕç, уйрăмăн илсен 1995 çултанпа.

Гербицидсем хăйсен киревсĕр ĕçне турĕçех. Сунарçăсен шучĕ те нумайланчĕ, халĕ вĕсен шутĕнче ялта 8 çамрăк. 1950-1975 çулсенче эпир Микиш пичипе иккĕн кăначчĕ. Халĕ унăн ывăлĕ Иван ашшĕн пăшалне илсе манпа пĕрле çÿреме пуçларĕ.

 

                                                                                                    

 

                                                                                                     Йĕркелесе çырма тăрăшаканĕ

                                                                                                   Галина Лосева таврапĕлÿçĕ.

                                                                           27.01.2011 çул.

Источник: "Страницы истории Верхней Кумашки. Том - 2".