Кумашка


Колхоз ĕçченĕсен паттăрлăхне чысласа палăк лартасчĕ!
10.11.2021 10:19

Колхоз ĕçченĕсен паттăрлăхне чысласа палăк лартасчĕ!

 

Иртрĕ чăваш нацин конгресĕн тăватă çулта пĕрре шавласа илекен Аслă Пуху кунĕ. Халлĕхе асрах-ха тĕлпулусем, калаçусем. Паллах, ку пуху пирĕншĕн черетлĕ событи пуласса шаннăччĕ. Пухăва хатĕрлекеннисен ăш пиçрĕ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнă хумсем çитеймен, хăш-пĕрисем çеç хăрах хăлхипе темĕскер илтнĕ пек, ЧНК мĕне пĕлтернине чылайăшĕ маннă та.

Эпĕ хам ял музейĕсен ячĕпе делегата суйланнăран самаях хăшкăлтăм çак тапхăрта: килнĕ хăнасене кăтартма «СССР музейĕн» выстăвкине йĕркелерĕм, хам утарçă пулнăран чи тутлă чăваш пылне те илсе килтĕм… Кĕтнĕ пекех чылайăшĕ экспонатсем патне пырса тĕлĕнчĕç, савăнчĕç. Анчах та пуçлăхсем çав кун чăвашсемпе, Шупашкар хулипе çыхăннă экспонатсене курми пулчĕç, иртсе кайрĕç çуммипе. Культура министрĕ те виçĕ утăм туса пырса пăхмарĕ, интересленмерĕ, тăрăшакансене сăмахпа та пулин йăпатмарĕ.

Пĕр-ик кун маларах чăвашсен, Виталий Петрович Станьял никĕсленĕ ваттисен канашĕн «халăх хуралĕн» председательне мана суйларĕç. Килĕшме тиврĕ. Çак витĕме те вырăна хурса çыратăп та çак çырура курни-илтнине, хамăн сĕнÿсене.

 

Пĕтĕмĕшле Аслă Пуху ĕçĕ нумайăшне килĕшмерĕ-мĕн. Мана та. Паянхи пурнăçăн киревсĕрлĕхĕсене уççăн калани питĕ сахал пулчĕ. Критикăсăр «эволюци» те тапранмĕ, пусмăр çеç çĕнтерсе пырĕ чĕмсĕрсене.

Акă, сцена çинчи президиумра ЧНК хастарĕсене вырăн паманни мана тĕлĕнтерчĕ. «Туй генералĕсене» залра хисеплĕ пĕрремĕш рете, халăх хушшине лартса, умне сĕтел, хут-кăранташ тыттармалаччĕ. Тен, çырса пырăччĕç хăть-те мĕн илтнине...

Мĕнпе палăрса тăрать-ха çак чи сумлă обществăллă пĕрлешÿ ыттисен хушшинче? Ман шутпа, нимпе те.

Чăннипех, халăха малалла туртакан, пурăнма хал паракан йышăну-ĕçсем курăнмаççĕ. ЧНК пуçарнă текен ĕçсене те депутатсемпе шалу çинче ларакан пиншер чăваш чиновникĕсен тумалла мар-и?

Сценари тăрăх, Аслă Пухăвăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхине çамрăксене вĕрĕнтесси çинчен пулмалаччĕ. Темшĕн курăнмарĕ кунта вĕрентÿ министрĕ…

Тĕп ыйтăва та шкулсенче чăваш чĕлхин урокĕсене вĕренме сехет калăпăшĕсем чакни пирки учительсем пăлханкаларĕç. Тĕрĕс сĕнÿсем те пачĕç. Ман шутпа та мĕнле чĕлхесене вĕрентессине шкул е класс шайĕнчи ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче йышăнни пачах тĕрĕс мар – ку ыйтăва наци правительствинчех йышăнмалла!

Чăвашла вулакан-çыракансен шучĕ, чăвашсен шучĕ чаксах пынин тĕп сăлтавĕсене асăнса тишкермерĕç. Сăмахран, Чăваш Патшалăх Канашĕ 1994 çулта вăрттăн тенĕ пек васкаса йышăннă сăмахсене пайласа çыртаракан пăсăк орфографин чăрмавĕсем çинчен те. Ку мăшкăл «реформăна» пăрахăçласа, ун вырăнне анлăн, тĕплĕн çĕнетнĕ çыруллăх правилисене йышăнмалла.

Çак ĕçе вунтăхăр çулхи çĕр виçекен пулса ĕçленĕ Ваня Яковлев пек çамрăксене пуçăнма сĕнетĕп.

Паянхи çырулăхăн çитменлĕхĕсем чылай. Çавăн пиркиех чăвашла тухакан хаçатсене халăх вуласшăн мар, ачисем вара вĕренесшĕн мар. Кĕскен каласан, чăваш орфографине калаçнă пекех çырмалла, ăна тÿрлетмеллех! Вăраха ямасăр, уйăх ячĕсене малтанхиллех, вырăслах çырма пуçламалла.

Вырăсла сăмахсене чăвашлаттарса çырни чăрмав çеç кÿреть. Тĕслĕхрен, паллă чăваш хаçатĕнче пичетленнĕ «ÇÇХПИ ĕçченĕ» (43 №) сăмахсене вуласа ăнланма çук. Тĕшмĕшлĕхрен хăтăлмалла. Аваллăха упрас тесе çăпата сырас марччĕ…

Пирĕн чĕлхен сăмах паллисем вырăс çыруллăхĕнчен илнĕскерсем. Чылай сăмахсем пĕр пек илтĕнни-çырăнни эпир тăванланнă халăхсем пулнине çирĕплететь. Вырăс чĕлхине хисепе хурса ЧНК çурчĕн çамки çинчен акăлчанла «зе чуваш нэйшэнэл конгрэсс» вĕçкĕнле çырнă сăмахсене хăйпăтса вĕсен вырăнне вырăсла сăмахсене çаптармалла!

«Чăвашлăхран çăлакан» пакăлтисене итлесе, намăсланса хыççăн кайни наци пĕрлĕхне хавшатать, аталанма чарать. Сăмахран, пире, чăвашсене «сувар-булгар» идейĕсемпе сĕрĕмлетни те… Иртнĕ çыравра эпĕ те çакна пула хама «сувар» наци шутне кĕртнĕччĕ, кăçал вара эпĕ чăвашах юлтăм. Куншăн Евгений Школьникова тав тăвас килеть. Конгресс аппарачĕ, президиумĕ асăннă тавлашусене палăртса ытти обществăлла ушкăнсемпе, патшалăх институчĕсемпе пĕрле «çавра сĕтел» пухса ку ĕçе пуçăнса хирĕçÿсене пĕтермелле. Тĕрĕссипе, ытарлă каласан, нумай халăх «чăвашсенчен» пуçланнă…

Конгресс гимнĕ çинчен. Вăтăр çул пухусене пуçлас умĕн «Алран кайми аки-сухи» юррине хурланса юрларăмăр. Йĕтĕмĕр те пуль тепĕр чух куллянса… Анчах та юрă сăмахĕсем, кĕвви те чуна çунатласа паттăрлă ĕçсем тума йыхăрмасть пире. Ман шутпа, ку чуна тивекен ĕçкĕ-çикĕ юрри кĕрекере юрлама вырăнлă. Паян чăвашсен аки те, сухи те çук. Пăрахнă ку йывăр ĕçе ял çынни, хăтăлнă тинех «йывăр пурнăçран»…Тĕрĕссипе, пăрахтарнă хресчене çĕр çинче ĕçлеме паянхи влаç самани. Çĕнĕ гимн кирлех, халлĕхе республика гимнĕ вырăнлăрах.

Тата акĕ мĕн пуçран тухмасть, пуху пуçламăшне аса илсе. Авалхи йăлапа, сумлă ĕç тăвас умĕн ватăсем халăх умне тухса пил панă, çул-тĕллев кăтартнă, сăмахпа хавхалантарнă. Çав кун та конгресс йăлипе сакăрвуннăри паллă режиссер Валерий Николаевич Яковлев ваттисен ячĕпе пуçтарăннă делегатсене саламласа пил пачĕ, çапла ăс пачĕ: «…тăшман умĕнче пуçа усăр, уснă пуçа хĕç касмасть!». Залра ларакан халăхшăн кĕрешме хатĕр хастарсем пĕр самант шăпланчĕç те…

Олег Николаев пуçарăвĕпе вăрçă вăхăтĕнче Сăр хĕррипе тата Куславка патĕнче окоп чавнă çынсене асăннă палăк лартни, йывăрлăха чăтнă пиншер çынăн сăнарĕсене чĕртни халăхра сÿнсе пыракан патриотизма пĕтме чарĕ мĕн.

Кун пек тарăн шухăшлă çĕнĕ сĕнÿсене ырламаллах, тĕслĕхсене малашне те шырамалла, чарăнмалла мар. Çапах та çĕнĕ палăксен проекчĕсене вырăнти халăхпа канашласа, чунра тишкерсе суйламалла. Вĕсен сăнĕ, архитектури, лартнă вырăнĕ те чуна килĕшмелле пулччăр. Усси те пултăр кулленхи пурнăçра тытса тăракан тăкаксене саплаштарма. Сăмахран, Америкăри Ирĕклĕх статуйи тăрринче ресторан вырнаçтарнă…

Тен, Олег Алексеевич шутланă та пуль иртнĕ вăрçăра çĕнтерÿне ырми-канми туптанă колхоз хресченĕсене асăнса мăнаçлă тепĕр палăк хăпартасси çинчен. «Колхозниксем, колхозсем пулман пулсан эпир тăшмана çĕнтерейместĕмĕрччĕ!», - тесе çирĕплетрĕ Тури Кăмаша ялĕнчи пухура тăватă орден кавалерĕ, вăрçă ветеранĕ Николай Акимович Тувалькин полковник.

Вăрçă тапхĕрĕнче анчах мар, çĕнтерсен те ял çыннисем тата вунă çул ытла муритленсе пĕтĕм ĕçсене ал-ура вĕççĕн вăй хунă арканнă çĕршыва ура çине тăратма. Окопсем чавни вĕсемшĕн çав хăрушă тапхăрăн кулленхи йывăрлăхсен вăхăтлăх саманчĕсем çеç пулнă.

Колхозниксем чăннипех Аслă Çĕнтерĕве кунĕн-çĕрĕн тертленсе çывхартнă. Сăр окопĕсене чавтараканĕсем халăха нушалантарса, тен чакарнă та кĕтнĕ куна…

Çаксене вырăна хурса аса илтеретĕп сире, Олег Алексеевич, хăвăр пуçланă ĕçе малалла тăсма. Паян купалакан «шăртлă» палăкăн çитменлĕхĕсене палăртса, ăна та тÿрлетмеллех, вăхăтлăха ĕçсене чарма та юрĕччĕ. Тен, «шăртне» пĕр икçĕр миллион тенкĕлĕх кĕскетсе çак укçапах Ильина Гора ялĕ çумĕнче Сăр шывĕн çыранĕ çинче, авалхи чиркÿ патнерех сăпайлă Асăну палăкĕ лартсан колхоз хресченĕсене пуç тайса, вĕсен чунĕсенчен те пулин каçару ыйтасчĕ. Колхоза кĕмен хресченсене те манас марччĕ. Ман шутпа, çак палăка тума укçапа пулăшанакансем тупăнаççех. Проекчĕсене тума та, ăсталама та хамăр маçтăрсенех явăçтармалла! Атту эпир нимĕçле-чăвашла трактăра та тăванла Итали тимĕрçисем шăратса парасса кĕтетпĕр. «Пирĕн хурçă çемçерех, çавăнпа тракторсем ванаççĕ», - терĕ мана пĕррехинче Шупашкар тракторĕсене юсакан инженер Володя Федоров…

Конгресăн халăха чăрмантаракан пур пулăмсемпе те кĕрешмелле, уйрăмах чăваш ялĕсене сыхласа хăварма ял пурнăçĕн условийĕсене çĕнетессипе. Акă хăш-пĕр сĕнÿсем çеç.

Çулталăк каялла пуçланă çÿпĕ-каяш пуçтарса çутçанталăка упраса хăварассин пĕр утăмне çеç турĕç-ха. Çак вăхăтрах халăхран кулса тенĕ пекех влаç çыннисем чĕмсĕр пулнипе, çÿпĕ кăларман, çын пурăнман çуртсен хуçисенчен те чиперех укçа шăйăраççĕ «экопуянсем». Анчах та проектăн чи кирлĕ енне, çÿпĕрен тепĕр хут усă курма пултаракан материалсене килтех уйăрса пуçтарассине йĕркелеме хал çитереймерĕç Аслă чиновниксем. Кĕçĕннисем те.

Нумай ял йĕри-тавра пăрахнă çĕрсемпе усă курма питĕ тăкаклă ĕç. Çĕрсен хакĕсене кадастрăлласа вуншар хут хăпартни те «айăплă». Куланай шайĕсене, пире айвансем вырăнне хурса-ши, тимлĕн пăхса чакармарĕç. Кунта конгресăн та «сăмсана чикес пулать».

Яла пурăнма куçакан çемьесене тĕпленме «подъемный» пособисем пама саккунпа çирĕплетмеллех. Ман шутпа, çывăхри хуларан 10-15 çухрăмра вырнаçнă яла куçакансене çĕршер пин тенкĕ парса хавхалантармалла.

Чăрмавĕсем татах та нумай. Акă тата халăхăн хăй пурнăçне конституципе килĕшÿллĕн туса пыма вырăнти право йĕркисем чакнăçемĕн хăш-пĕр патшалăх чиновникĕсем алхасмах пуçларĕç. Вĕсем патне ыйтса янă çырусене те хуравлашшăн мар. Е копиркă витĕр тенĕ пек сивĕккĕн яваплаççĕ компьютер çуратнă çырусемпе. Ку модă вăйлансах пырать… «Самоуправлени» текеннин форми те шăрши те çук.

Вĕçленĕ май тепĕр хут аса илтерес килеть хисеплĕ Ватçын «тăшман умĕнче пуçа тайма» пил панине. Ку сенÿ «иноагент» картинчен мар-ши? Хальхи тапхăрта Раççей патшалăхне куç хĕссе чикĕ леш енчен нумай вĕрентÿ учережденийĕсене, университетсене, театрсене те тен, хулăм укçапа хăйсен енне çавăраççĕ… Тапăнса кĕресси те пулĕ-ха. Питĕ шел, çак сĕнĕве хирĕçлекен делегат тупăнмарĕ. Чăтăмлă халăх?..

Çук, пирĕн тăшман умĕнче пачах пуçа усма юрамасть! Тĕрĕссипе каласан, хуçаланакан чиновник - пуçлăх юлташсем умĕнче те. Конституцире кун пек статья çук.

Анчах суйланнă ЧНК президентне Валерий Клементьева та асăрхаттарас килет «эволюцилле» ĕçлеме чĕннишĕн. Конгресăн лăпкă кантурĕнче те кăра çилсем варкăшчăр, пухусенче кашни çынна сăмах калама ирĕк памалла, итлесе ĕç тăвас пулать.

Эпир, чăвашсем, вырăссем, ытти Раççей халăхĕ Совет Союзĕ аркансан нумай енĕпе путнă, ытти халăхсенчен юлса пыратпăр. Алăри смартфонсемпе чикĕ леш енчисен тыткăнне тахçанах лекнĕ те, «джи-пи-эс» спутникĕсем пирĕн автомобильсене талăкĕпех йĕрлесе тăраççĕ…

Пирĕн кар тăрса сисмен тамăкран хăтăлмалла, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе тăшмансене хирĕç тăмалла. Вăранăр, уснă пуçăрсене çĕклĕр!

 

Ваттисен Ирĕклĕ Канашăн

председателĕ                                                                        Николай Адёр

 

2021 ç., ноябрĕн 7-мĕшĕ.