Кумашка


«Юлан ут» юланута çитеймест!
05.12.2021 12:19

Чăваш Ваттисен Канашĕн «Халăх Хуралĕн» сăмахĕ

 

1994 çулта ноябĕрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ «Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕн тÿрлетсе тунă правилисене вăя кĕртесси çинчен» 88-мĕш номерлĕ Постановлени кăларнă. Икĕ çул маларах 1992 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Аслă Совечĕн Президиумĕ Чăваш Республикин тĕпчев институчĕ 1990 çулта туса хатĕрленĕ çĕнĕ правилăсене вăя кĕртесси çинчен сĕнÿ йышăннă. Ăна заседани вĕçленес умĕн вуннăмĕш ыйтура кун-йĕркин «вак тĕвексен» («Разное») пунктĕнче тишкермесĕр, вуламасăр васкавлăн вырăсла калаçса йышăннă.

Çук ыйту кун йĕркинче пулман, ăна пăхса тухма та хатĕрленмен. Стенографие тишкерсен сасăласа йышăнма сĕнекен А.П. Хусанкай çĕнĕ правилăсемпе, унăн тĕллевĕсемпе те пулин пухăннисене паллаштарман, ăна тума майĕ те пулман: темиçе депутат чăвашла калаçма пĕлмен. Чăвашла пĕлекен тутар Киям Мифтахутдинов ыйтăвĕ çине «В чём причина изменений?» тенине Атнер Хусанкай ăнлантарайман. Аслă Совечĕн Председателĕ Э. Кубарев та иккĕленсе ыйтнă: «Наше право это?» Атнер Хусанкай суйкаланипе ĕçлесе ывăннă Президиум членĕсем ним ăнланмасăрах çав кун Постановление йышăнаççĕ.

Пирĕн сăмах:

1. Президиум членĕсем тăратнă ыйтăва тишкермесĕр процедурăна пăсса йышăннă Постановлени çакна пула саккунсăр.

2. Çитменнине Аслă Совечĕн Президиумĕ асăннă правилăсене йышăнни саккунпа пурнăçланма вăя кĕрейместь - унăн ун пек полномочи çук.

3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш орфографийĕпе пунктуацине тÿрлетсе тунă правилисемпе усă курма хушаймасть - унăн ун пек полномочи çук. Вăл сĕнÿ йышăнма пултарĕ, анчах сĕнĕве йышăнса çĕнетнĕ правилăсемпе пурнăçра, ĕçре усă курма ку çителĕксĕр.

4. Çĕнĕ правилăсемпе пурнăçра, ĕçре усă курма ĕç тăвакан влаç органĕн, Министрсен Кабинечĕн Хушу кăлармалла. Çакăн пек Хушу халлĕхе çук. Çавăнпа та асăннă «Çĕнетнĕ правилăсемпе» пурнăçра, ĕçре усă курма юрамасть.

Çаксене шута илсе Ваттисен Канашĕн Халăх хуралĕ çапла сăмах сарать:

1. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, унăн Президиумĕ те процедурăсене пăсса йышăннă «Чăваш орфографийĕпе пунктуацине тÿрлетсе тунă правилисене» тата çак правилăсенче чăваш чĕлхине пĕтерес тĕллевсем хуçаланнине кура, халăх унпа килĕшменнине шута илсе асăннă постановленисене пăрахăçлас.

2. Чăваш çыруллăхĕнче 1938 çулта йышăннă Чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисемпе усă курас.

3. Паян куна капланса çитнĕ пурнăç хистевĕсене шута илсе чăваш орфографине çĕнетме ĕç тăвакан комисси йĕркелеме чăваш писатĕлĕсен Союзне сĕнес.

4. Патшалăх Канашне 27 çул каялла процедурăна пăсса йышăннă Постановление пăрахăçлама сĕнес.

5. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, чăвашăн, тăван халăхăн пăснă çыруллăхне тÿрлетсе çĕнетесси çак вăхăтра чи кирлĕ ĕç пулмаллине аса илтерес.

 

Ваттисен Канашĕн -

«Халăх хуралĕн» председателĕ                                          Николай Адёр

 

Декабрĕн 4, 2021 ç.