Кумашка


Çĕнĕ шăпăрпа тасалас пулать
08.12.2021 14:06

Чăваш писателĕсен Союзăн президиумне,

Союз председатĕльне Ольга Куликовăна

 

Хиспеплĕ Ольга Григорьевна!

Ĕнер, декабрĕн 4-мĕшĕнче писательсен Союзĕн съездне хутшăнса курни-илтнипе çыратăп çак çырăва. Çырмаллах терĕм. Йĕркипе.

1. Съезд пуçламăшĕнче пулса-иртнĕ тавлашу-харкашу чăтма çук киревсĕр. Хам курман пулсан ĕненместĕмччĕ те пуль. Ытла та нĕрсĕррĕн тыткаларĕç çамрăкраххисем президиумра хушнă ĕçе туса пыракан ватă çынна «сволăчь, тух унтан, ват кăркка, намăссăр…» сăмахсемпе пĕтĕм халăх умĕнче хаяррăн тапăнчĕç. Мĕнле чăтрĕ-ши Кибеч юлташ? Çак «профессионаллă писатĕльсен» калаçма вĕренме паянхи вăрă-хурах «сходкисенчен» тĕслĕх илни те пăсăк мар. Ав мĕнле культурнă калаçаççĕ вĕсем хăйсен хушшинче!

Пулса иртнипе çырлахма юрамаç (çаплах çыратăп), вĕсен сумлă ячĕсене пăхмасăрах президиум протоколĕнче çырсах асăрхаттармалла, каçару ыйттармалла. Килĕшмесен акт çырса суда памалла. Çĕнĕ шăпăрпа хăвалас, тасатас пулать. Цыпленков телеоператор кино та кăларма пултарĕ…

2. Писатĕльсен союзĕн ятĕнче «профессионаллă» сăмах икĕ ушкăна пĕрлештернĕ хыççăн хăйĕн пĕлтерĕшĕвне çухатрĕ, чăннипех каласан, хирĕçлет те. Сăмахран, эпĕ хам нимле те çак статусра пулма пултараймастăп, маншăн вăл ытла çуллĕ мачча! Хам çырма кăмăллатăп, çыратăп та çулсерен вуншар статья, çырусем. Çичĕ кĕнеке хатерлесе кăлартăм. Анчах та эпĕ хăтланчăк çеç… Сире пĕлме: «хăтланчăк» - вырăсла пĕлтерĕшĕ «предприниматель».

Сисетĕп, çĕнĕ председатель те профессионаллă писатель мар. Çапах та, эпир ăна шанса суйларăмăр.

Тепĕр енчен тата «профессионаллă» сăмахпа художниксем, музыкантсем кăкăрĕсене çапса мухтаннине асăрхаман.

Эпĕ кун çинчен иртнĕ съездра кĕскен каларăм. Хирĕçлекен пулмарĕ… Çапах та Раççей Федераци союзĕн ертÿçисемпе те канашласа илмелле. Вара пирĕн (сирĕн!) устава улăштарнипе çыхăнтарса çыравçăсен статусне халăх патнерех антармалла. Чăн-чăн писательсем çакна ăнланма тивĕç.

Енчен те ытла сумлисем кÿрĕнесрен вĕсен ĕçне кура тата хăйсем ыйтнипе çак приставкăна вĕсен хушамачĕ çумне хушса çырма та пулĕ. Устава кĕртмесĕр, президиум йышăнăвĕпе.

Эпĕ вуласа панă Халăх Хуралĕн сăмаха та хирĕçлекен пулмарĕ, алă çупрĕç. Пирĕн кар тăрса çак ĕçе пуçăнмаллах, вулакансене те явăçтармалла, халăхран сĕнÿсем пухмалла. Кунта ытларах практиксем кирлĕ, учĕнăйсене шаннипе ним те пулмасть.

 

Ăнăçу сунса, Николай Адёр

5.12.2021 ç.