Кумашка


Ăçта-ши легендăри чăваш паттăрĕсем?..
12.06.2022 18:03

«Хресчен сасси - Кил» хаçат редакторне

Павлов С.Л.

 

Министăрсене, хастарсене

 

Хисеплĕ Сергей Лукиянович!

 

Сирĕн «Хресчен сасси - Кил» ятлă хаçата пĕлтĕртенпе çырăнса илнĕшĕн савăнатăп. Уйрăмах пĕрмĕш колонкăри хăвăр çырнă статьясене тата вулакансен çырăвĕсене вуласан чăнлăх пуррине туйса кăмăл çĕкленет, çумра совет çыннисемпе юнашар, пĕрле тăрса вăйланнă пекех. Тата хаçатра унчченхи орфографипех çыратăр, уйăх ячĕсем те ĕретлĕ, ăнланмалла. Нумайăшĕ, эпĕ те «уйрăм çыртаракансенне» вулама пăрахрăмăр, çырăнмаспăр та.

Хаçатра асăннă «пĕри пуриншĕн, пурте пĕриншĕн» тенĕ сăмахсем Совет саманинче халăха чăмăртанă. Паянкун асăнни питĕ вырăнлă чĕнÿ! Çапла пулсан эпир темле инкекрен те çăлăнăпăр, тăшмана çĕнтерĕпĕр. Хамăрăннисем ютран уйрăмми палăртăр, пĕр вăтанмасăр тăшмана тăшманах темелле.

Совет халăхĕн идеалĕсем халăхра паян та пурах, вĕсем, ман шутпа, тепре чĕрĕлсе, хунав сараççĕ. Тĕрĕссипе каласан, çак идеалсем халăх чунĕнче мĕн авалтанах капланнă…

Кĕрешмелли, чăн каласан, питĕ нумай. Мана ытларах халăх тĕлĕрни хăратать. Анăçра вăрçă пырать, аркату, вилĕм сарăлать, а кунта, тылра, юрă-ташă, нĕрсĕрлĕхпе мăшкăл та пĕр вăтанмасăр хуçаланма май тупаççĕ. Те хурланăва, хуйхăсене çаксемпе лăплантарасшăн пире паянхи влаç ертÿçисем...

Иртнĕ вăрçăри йывăрлăхсене пирĕн ади-абай, атте-анне чăтнисене эпир те чăтăпăр, тĕрĕслĕхшĕн чăтма та тивĕ. Пурте мар пулсан та, ытларахăше çакăншăн кĕрешме хатĕр. Вăрçăн тĕллевне Владимир Путин президент уççăн каларĕ - унран чакмалла мар! Пуриншĕн те паллă: фронтри çĕнтерĕве тылра туптаççĕ. Аса илер-ха иртнĕ вăрçă тапхăрĕнче ял-хула çыннисем мĕнле йывăрлăхсемпе ĕçленине. Паян çавăн пек хастарлăх çук. Çапăçура çĕнтересех тесен (унсăрăн май çук!), тылри влаç тытăмĕнчи «йĕкехÿресене» ниме пăхмасăр пĕтермелле, вĕсен ячĕсене уççăн асăнса питлемелле. Хальлĕхе вĕсем пĕр-пĕрне хÿтĕлесе çĕршыва хавшатаççĕ çеç.

Чăваш Республикин правительстви 80 çул каялла Сăр хĕррипе окопсем чавтарнă ял халăхне асăнса сăвă-юрă çыртарма миллионшар грантсем пачĕç, кино та ÿкерчĕç. Пĕр вĕçĕмсĕр мухтанаççĕ тата палăкĕпе… А паянхи вăрçă паттăрĕсем çинчен шăпăрт. Курми-илтми пулни преступлени, пирĕн те çапăçма хатĕр пулмалла: кашни хаçатăн номерĕнче фронтри сводкă пулмалла, хăнăхмалла!

Ман шухăшпа, çĕршер миллион расхутланă тимĕрпе бетон авангардизм палăкне купаличчен Сăр хĕррипе çĕр çухрăм тăршшĕ окопсене тепĕр хут чавтарасчĕ çамрăк туристсене. Кунта романтикăпа патриотизм пĕрле тарласа пиçĕнеççĕ. Ĕмĕр манмĕç вара. Окопĕсем, тен, кирлĕ те пулĕç… Ахальтен мар, пĕр çан çинчен шавлаççĕ, Чапай поселокĕнчи Граждан урамне «Окопная» е «Сурская» ячĕпе çĕнетес текенĕсем те пур... Ара ку урамра траншейăсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ хупланаймаççĕ. Мĕн шутлаççĕ кун пирки Олег Алексеевичпа Алексей Олегович юлташсем?

Кама мĕнле, эпĕ вара чечен халăхĕн çулпуçĕпе, Рамзан Кадыровпа, Раççее сыхласа тăшманпа çапăçма ентешсене вăрçа ертсе кайнишĕн чăнласах мухтанатăп. Вĕсенче Раççей халăхĕсен шанчăкĕ!

Хамăр чăвашсен çулпуç пеккисем мĕнрен кая-ши? Ăçта чăваш мухтанчăк патриочĕсен сувар-пăлхар легендăри çапăçу паттăрĕсем? Амазонкăсем тата ăçта? Ак паян кирлĕ вĕсем!

Илтнĕ тăрăх Чăваш Республикинчен пĕрре мар гуманитари грузовикĕсем фронт енне хутланă. Хам та кÿршĕсемпе пĕрле пуçтарса чылай çыхăсем леçрĕмĕр, çав шутра пыл та кайса патăм çывăхри пухакан учрежденине. Татах пухатпăр.

Ман шутпа çак машинăсемпе çула май главасемпе министăрсене фронта çитерсе тар тĕтĕмĕпе те пулин чÿклес пулать. Тен тăна кĕрĕç хăш-пĕрисем, тасалĕç теприсем бюрократипе ытти чир-чĕртен… Атту калаçмаççĕ те пирĕнпе, итлемеççĕ те. Ответлес вырăнне «Не положено!» тесе хирĕçлеççĕ тата. Вăрçа кура пурнăç йĕркине улăштармаллах, унсăрăн пĕтепĕр.

Манас марччĕ пирĕн вăрçăран таврăнакан çĕнтерÿçĕсем умĕнче сăмах тытмаллине!

                                                         Ваттисен Тĕп Канашĕн председателĕ

Николай Адёр

        

11.06.2022 г.