Кумашка


Çăлтăрлă кирпĕч
18.07.2022 17:01

Çăлтăрлă кирпĕч

Очерк

 

Çĕмĕрле районĕнчи Волга ятлă çĕнĕ яла (халăхĕ çапла йышăннă!) колхозсем çуралнă тапхăрта артеле пĕрлешнĕ маттур чăваш хастарĕсем 1924 çулта вăрман касса çаратнă вырăнта туса янă. Инçех мар Кăмаша шывĕ Сăр еннелле васкаса юхать. Колхозĕ – совхозĕ тахçанах пĕтрĕç, а ялĕ вырăнтах-ха,пÿрчĕсем тĕ çĕнелсех пыраççĕ.

Пĕрре Хĕрлĕ Чутай пасарĕнчен таврăннă чух çак ялти пĕрле вĕреннĕ-ĕçленĕ юлташ патне çитсе хамăн юлашки кĕнекене парнелес тенĕччĕ. Эп килессе тахçанах кĕтнĕ пулас вăл,савăнса – хĕпĕртесе вăр-вар уткаласа, шавлăн саламласа хирĕç тухрĕ халĕ те патвар кĕлеткеллĕ Владимир Семёнч, Володя.

«Эп сана ман çинчен маннă пуль теннĕччĕ, тахçанах кильмень те. Тăхта, сана пĕр япала илсе тухса кăтартап!», - тесе хапха алăкĕнчен каялла кĕрсе пытанчĕ. Тепĕртакран хаçатпа чĕркенĕ пысăках мар йывăр япала йăтса тухрĕ, палисад çумĕнчи сак çине ларма чĕнчĕ. Хаçатне сирсен кăмака тумалли хĕрлĕ кирпĕче ик аллипе спорт кубăкне йăтнă пек çĕклерĕ. Хăш-пĕр чух вăл хăнасене çак кирпĕче кăтартса чăннипех тĕлĕнтернĕ, мухтаннă.

«Акă, кур! Мĕнле япала пур ман!», - тесе тĕллетерчĕ хăй йăтнă кирпĕче хĕвел умĕнче çавăркаласа. Кирпĕчĕн пĕр енче совет çăлтăрĕн пусарнĕ йĕрĕ яр уççăн курăнать, çӳлтен – аялтан сăмахсемпе цифрăсене тӳрех вуласа илтĕм. Клеймо çинче пилĕк кĕтеслĕ Çăлтăр, варринче çурлапа мăлатук, çÿлте «Колхоз Волга», аялта «1935 г.» сăмахсемпе цифрисем уççăн курăнаççĕ. Клеймори «1935 г.» тесе кăтартни ял кирпĕч заводне пуçланин çулĕ, терĕ манпа пĕрле вĕреннĕ колхоз ветеранĕ, вăтăр çул шофёрта ĕçленĕскер.


Ку кирпĕче сакăрвунă çул каялла правлени йышăнăвĕпе колхоз председателĕ Кольцов Алексей колхозниксен çемьине, Андреев Семён Андреевичпа Агреппина Николаевнăна лайăх ĕçленĕшĕн панă. Вăл вăхăтра пÿрт тăррисене улăмпа витнĕ пирки пушартан сыхланма кăмака мăръине кирпĕчпе купалаттарнă. Кирпĕчне ял çумĕнчи пĕчĕк хырлăх вăрман леш енчи лапамра çапнă. Колхоз хуçалăхĕ пулнă кунта. Тăма тарăнлатнă лакăмра тăмпа шыв тата хăйăр хушса мăкăрсене хăваласа çăртарнă. Мăкăр ури икĕ чĕрнеллĕ пулнă пирки тăмĕ лайăх çăрăлнă. Хыççăн çăрса нимĕрлетнĕ тăма йывăçран тунă формăсене тултарса икĕ мăн сарайра пĕр вăхăт типĕтнĕ.

Типнĕ хыççăн хытнă кирпĕчсене ятарласа туна кăмакара вутпа çунтарса хĕртнĕ. Кăмака çӳлĕшĕ икĕ метр таранах пулнă. Пĕр-икĕ талăк хушши вут çунтарса тăнă. Çунса пынă çемĕн вут пуленкисене çÿлтен хупланă шăтăка сирсе пăрахса тăнă. Кирпĕч хĕртмелли кăмакасем темиçе те пулнă

Кирпĕч çапнă вырăнĕсем паян та паллă, хăш-пĕр лакăмĕсенче шыв курăнать.

Каярах пӳрт тăррине çĕнетме улăм виттине антарса, ун вырăнне ятарласа йăмраран турпас туса çапнă чух хăш-пĕр кирпĕчне илнĕ. Вĕсенчен, хитререххине, клеймо çапнине ывăлĕ Владимир Семёнович паянхи кунчченех кĕлетре упранă. Кунтах клеймосăр тата икĕ хĕрлĕ кирпĕч пур. Вĕсем çирĕппи пăхсах паллă.

Кун пек клеймо çапнă кирпĕчсене пысăк преми вырăнне хурса алăран тыттарнă.

Колхоз «Волга» Çĕмĕрле хулинчи 1931 çулта хута янă сĕтел-пукан фабрикипе çыхăну тытнă. «Подшевнный» пулнă пирки чылайăшне завода леçнĕ, уншăн вĕсене тĕрлĕ кирлĕ япаласем панă. Çак асăннă клеймон штампне те çак фабрикăрах туса панă пуль. Тата вăрçă хыççăнхи çулсенче фабрикă валли нимĕçсен ăратлă лашисене вăрман турттарма чылай хăваласа килнĕ. Каярахпа подшевнăй колхоза та çич-сакăр тиха ĕрчетсе усă курма колхоза парнеленĕ.

Асăннă колхоз председатĕлĕ питĕ ялшăн тăрăшнă, хуçалăхра тыр-пул та ăнăçлă пулнă. «Ун хулпуççи çинчен кĕреçе анман, хăйпе пĕрле йăтса çÿренĕ чух ăçта шыв кÿлленчĕкне уçса юхтарса янă е çул çинчи лупашкана тÿрлетнĕ», - илтнине аса илет ман юлташ. Пĕр çулхине колхоз кантурĕ çунса кайнă. Çавăншăн ăна айăпласа тĕрмене хупнă. Хыççăн унăн ячĕ-шывĕ пачах çухалнă...

Пушар тăкакне саплама унăн ялти хÿхĕм çуртне Анат Кăмаша çыннине сутса Çĕнъял урамне куçарнă. Иртен-çÿренсем ăна «Кольцов пÿрчĕ» тенĕ…

Владимир Семёнович кăçал 76 çул тултарать, килти хуçалăха тирпейлĕ тытаççĕ хăйĕн мăшăрĕпе Зоя Ивановнăпа. Ашшĕ-амăшĕн çурчĕ сÿнмен, вучах çунать. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ: икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Пурте аякра çемье çавăрнă. Вĕсемпе пĕрле мăнукĕсем те килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. «Вĕсемсĕр пурăнма йăвăр», - тет маçаксен çулне çитнĕ юлташ.

Юлташ кирпĕче ял музейне халлĕхе памарĕ-ха. Хаçатра çырса кăмăлне çемçетсен тĕн парĕ те... Ку çак ял хастарĕсен ячĕсене ĕмĕрех упракан питĕ сумлă экспонат пулĕ! Ун çине тимлерех пăхсан совет тапхăрĕнчи аякри ял çыннисен хăватне туятăн…

 

Николай Адёр,

таврапĕлÿçĕ, ял музейĕн ертӳçи.

Çĕмĕрле районĕ

22.05.2022 г.

.