Кумашка


Вăрçăпа та пуясшăн, намăссăрсем!
07.12.2022 13:40

 

 

«Хресчен Сасси – КИЛ»

 

 

Хисеплĕ Сергей Лукиянович!

 

Сирĕн «Хресчен сасси-КИЛ» хаçатра кĕске информацинче пĕри Донецк-Луганск халăхне пулăшма пыл ярса панине вуларăм! Ку кирлĕ хыпар!

Эпĕ хам та маларах тĕрлĕ майпа пулăшма пуçларăм. Мартăн 9-мĕшĕнче ытти тĕрлĕ япаласемпе пĕрле, пĕтĕмпе 80 тĕрлĕ, хамăн утарта пуçтарнă çичĕ килограмм пыла пайласа чиксе ятăм.


pil2.jpg

Каярах, августăн 10-мĕшĕнче уйрăм пĕчĕк витресемпе тепре 44 кг пыл ОНФ урлă леçрĕм. Паллах, кашни валли пыл кашăкĕсем пĕрлех хурса ятăм…

Çапла виçĕ пăт ытла ярса патăм Кăмаша пылне.

Уйăх каялла, октябĕрĕн 27-мĕшĕнче 75 çулти Юрий Егорович Пудов ĕç ветеранĕ пуçарнипе Тури Кăмаша ялĕнчи çынсем саккăрăн 19500 тенкĕ пухса мобилизаципе Украина енне хамăра хÿтĕлеме кайнă салтаксене пулăшма ятăмăр.

Асăмрах тата «чухăн» сбербанк çак пухнă укçаран пилĕкçĕр тенкине хăйпăтса юлнине. Вăрçăпа та пуясшăн, намăссăрсем! Илтнĕ тăрăх Герман ятли кунне миллион тенкĕ «ĕçлесе» илет мĕн… Неуштă вĕсене чарма çук?

Тата виçĕмçул хам тĕллĕн Донбасс халăхне пулăшма пĕр пенси укçине, вунпиллĕк пин тенкĕ ярса панăччĕ.

Хальхинче укçа пуçтарнă ял çыннисен ячĕсене асăнса тав сăмахĕ калас. Çаксем вĕсем: Пудов Юрий Егорович, Адёр Николай Михайлович, Смирнова Ирина Владимировна, Понякова Ольга Владимировна, Денисов Михаил Николаевич, Романова Ольга Николаевна, Фомина Ольга Михайловна, Уфилин Геннадий Григорьевич.

Пирĕн май килнĕ таран пулăшмаллах.

 

Ĕç ветеранĕ, предприниматель       

Адёр Н.М.

 

07.12.2022 ç.