Кумашка


Суварсем Сурхури уявне паллă турĕç

Январĕн 14-мĕшĕнче, «Çăлкуç» хупахра чăваш халăхĕн хастарĕсем Сурхури сăрипе сăйланма пухăнчĕç. Мероприятие «Сувар» фонд йĕркеленĕ.

Авалтан пыракан чăваш уявне  Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Н. Адер, Аксар-Сĕрмек, Тимĕр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Сарри Мишши тата ыттисем пухăнчĕç.

Сурхурине чаплăн палартрĕç — кĕсле те, шăхлич те кĕвĕ каларĕ. Кĕсле калама ятарласа пĕр студенткăна ченсе илнĕччĕ. Пăлхартан, Тутарстанран килнĕ хăнасем вара уява самай илемлетрĕç, инçетри чăвашсенсен авалхи вырăнĕнчен юрă-парне илсе килчĕç.

«Сувар» фонд уяв май хисеплĕ чăвашсене (вĕсем «суварсене» теççĕ) хăйсен хĕвел паллине парнелерĕç.

Сурхури сăрипе сăйланă хыççăн, тутлă шӳрпене çинĕ хыççăн чăваш хастарĕсем калаçăва куçрĕç. Калаçу сĕм çĕрлечченех пычĕ (ку хыпара çырнă чухне вĕсем «Çăлкуçран» саланманччĕ-ха).

Кунашкал уявсене малашне те çакăн пек чаплă ирттерме палăртрĕç.

Фото: http://kumashka.ru/index.php?option=com_phocagallery&view=category&id=43:2011-01-17-09-36-38&Itemid=115

"Сувар" фончĕн сайчĕ: http://www.chuvash.org/