Кумашка


Музей ҫӗнӗ экспонатпа пуянланчӗ

Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче "СССР-та кӑларнӑ" ятлӑ музей уҫӑлнӑранпа нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫавах вӑл хула ҫыннисене чи кӑсӑклантаракан вырӑнсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Унта совет вӑхӑтӗнче кашни килте усӑ курнӑ япаласем упранаҫҫӗ. Тӗп хуламӑр 550 ҫулне паллӑ тӑвас умӗн музей хӑйне евӗр экспонатпа пуянланчӗ - Михаил Сорокин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кӑларнӑ "Москвич" автомобиль парнелерӗ. Тĕплĕнрех çак ссылкăпа курăр: http://chgtrk.ru/news/24051

DSC 0184а